Урал сасси
+28 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
21 Мая 2025, 13:00

Тухтăрсем хĕрарăмăн варĕнчи пысăк шыçăна касса илнĕ

Ĕпхÿри 13№ больницăн хирургĕсем 74 çулхи хĕрарăмăн варĕнчи пысăк шыçăна касса илнĕ. Çакăн çинчен ПР Сывлăх сыхлав министерствинче пĕлтернĕ.

Тухтăрсем хĕрарăмăн варĕнчи пысăк шыçăна касса илнĕТухтăрсем хĕрарăмăн варĕнчи пысăк шыçăна касса илнĕ
Тухтăрсем хĕрарăмăн варĕнчи пысăк шыçăна касса илнĕ

Вăрах вăхăт хырăмĕ ыратнипе,  кăмăл пăтраннипе, пыршăлăх лайăх ĕçлеменнипе, вăй çуккипе тарăхнă хĕрарăм тухтăрсем патне килнĕ. Компьютер томографийĕ 17 x15 x18,6 см калăпăшлă шыçă пуррине асăрханă. Гистологи анализĕ çакă сиенлĕ шыçă – саркома – пулнине  çирĕплетнĕ.

- Операци питĕ йывăр иртнĕ: шыçă пĕтĕм вара йышăннă, унăн чиккисем паллă пулман, çурăм шăмми тата аорта патне тачă вырнаçнă пулнă. Тухтăрсен ушкăнĕ шыçăран пĕтĕмпе хăтăлас тесе электрохирурги тата механика меслечĕсемпе те усă курнă. Операци хыççăн хĕрарăм хăйне лайăх туя пуçланă. Халĕ вăл сиплев тата реабилитаци иртет, - ăнлантарса панă сывлăх сыхлав министерствинче.

Тухтăрсем вăхăтран вăхăт медицина тĕрĕслевĕ, диспансеризаци иртни чире малтанхи тапхăрĕнче тупса вăхăтлă сиплев ирттерме май пулни çинчен асăрхаттараççĕ. Хăвăра начар туйма, мĕн-тĕр тăтăшах ыратма пуçласан, апатланура, организмра улшăнусене асăрхарăр пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр

тухтăрсем патне çитмелле.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас