

Пушкăртстанра 749 пине яхăн çын çăмăллăхлă эмелсем илме пултарать. Вĕсенчен 319,6 пинĕшĕ - федераци льготникĕ тата 429,5 пинĕшĕ - регионти.
Кăҫалхи малтанхи тăватă уйăхра республикăра пĕтĕмĕшле 4,48 миллиард ытла тенкĕлĕх 707 пин ытла рецепт йышăннă. Ҫав вăхăтра федераци шайĕнчи пĕр льготника уйăракан эмел хакĕ 16 пин тенкĕпе танлашать, регионти çăмăллăхпа усă куракан валли - 14 пин ытла тенкĕ.
Федераци бюджечĕн шучĕпе 14 пысăк тухăҫлă нозологипе 4100 ҫынна тивĕҫтернĕ, рецептсемсĕр туянма пултаракан эмел препарачĕсен калăпăшĕ 814,58 млн ытла тенкĕпе танлашнă тесе пĕлтернĕ регионти сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин.
Унсăр пуҫне Пушкăртстанри «Ырлăх çаврăмĕ» сайра тĕл пулакан тата пурнăçа хăрушлăх кăларса тăратакан чирсемпе чирлекен ачасене пулăшакан фонд хăйĕн укçи-тенкипе 370 пациента пулăшу парса тăрать.