Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх сыхлавĕ
23 Июнӗн 2025, 12:30

«Сывлăх поезчĕсем» çичĕ района çитĕç

Çак эрнере «Сывлăх поезчĕсем» Архангельскпа Дуван, Дюртюлипе Буздяк, Бакалăпа Çтерлĕ тата Бурзян районĕсене çитĕç.

«Сывлăх поезчĕсем»  çичĕ района çитĕç«Сывлăх поезчĕсем»  çичĕ района çитĕç
«Сывлăх поезчĕсем» çичĕ района çитĕç

«Сывлăхлă республика – сывлăхлă регион» çулсерен иртекен акци çинчен республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин каласа панă.

 - Апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа сывлăх поезчĕсен ĕçченĕсем 71 910 тĕрĕслев ирттернĕ, вĕсенчен 15 975-шĕ – рентген-тĕпчевĕ, 10 415-шĕ – флюорографи, 5 500-шĕ – маммографи. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче 1 716 социаллă пĕлтерĕшлĕ чир тупнă, - пĕлтернĕ Айрат Рахматуллин.  

Аса илтеретпĕр, сывлăх поезчĕсенче ирттерекен тĕпчевсем тÿлевсĕр, кăмăл пуррисене çырăнмасăр йышăнаççĕ.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас