+28 °С
Пӗлӗтлӗ


2025 ҫулхи июль уйӑхӗнче "Сывлӑх пуйӑсӗсем" Архангельск, Баймак, Бакалӑ, Балтач, Пелепей, Белокатай, Бурай, Бурзян, Ермеккей, Зилаир, Иглин, Илиш, Ишимбай, Кугарчă, Мелеуз, Мечетлĕ, Чекмагуш тата Чишма районӗсене ҫитӗҫ.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, тӗрӗслеве тӳлевсӗр ирттереççĕ. Специалистсем патне ҫырӑнма кирлӗ мар, йышӑнӑва чӗрӗ черетпе ирттереҫҫӗ. Чи кирли, хӑвӑрпа паспорт тата ОМС полисĕ пулмалла.