

Ăна «Вăрăм ĕмĕрлĕ те хастар пурнăç» наци проекчĕпе пурнăçланине район администрацинче пĕлтернĕ.
Амбулаторинче халĕ шалти ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ, ун хыççăн çурта шывпа тивĕçтерĕç. Çав вăхăтрах çĕнĕ оборудовани илсе килес ĕç те пырать.
Медицина учрежденине çывăх вăхăтра хута ярасшăн. Пелепей район администрацинче Знаменкăри амбулатори вырăнти çынсене малтанхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ памалли центр пулассине пĕлтернĕ.
- Ялта çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕ уçăлни «Вăрăм ĕмĕрлĕ те хастар пурнăç» наци проектне пурнăçламалли пĕлтерĕшлĕ утăм пулĕ. Вăл ялта тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме, çынсен сывлăхне сиплеме, ĕмĕрне вăрăмлатма май парĕ, - тенĕ район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев.