

Çакăн çинчен республика правительствинче иртнӗ оперативлӑ канашлура ПР сывлӑх сыхлав министрӗ Айрат Рахматуллин пӗлтернӗ. Ҫапла майпа пилӗк уйӑх хушшинче 68 пин ытла ҫын медицина тӗрӗслевĕ иртнĕ. Вӗсенчен 19,2 процентне малашне те сăнаса тăмалла. Тупса палӑртнӑ чирсен хушшинче гипертони (509 тӗслӗх), ҫавӑн пекех нерв системин (438) чирĕсем малта пыраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тухтӑрсем чылай çыннăн юнри сахăр тата холестерин шайӗ пысӑк пулнине палăртнă. Регион экономикин тӗрлӗ отраслӗнче тӑрӑшакансене, ҫав шутра вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗ, ял хуҫалӑхӗ, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, транспорт, культура, муниципаллă учрежденийӗсемпе уйрӑм предпринимательсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр ирттермелле. Профилактика мероприятийӗсене йĕркелеме кирлӗ оборудованипе тивӗҫтернӗ мобильлӗ ултӑ медицина комплексӗ туяннӑ. Тухтăрсем предприятисене тухса ҫӳремелли графиксене хатӗрленӗ.