+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Право информацийӗн порталӗнче пичетленнӗ документпа килӗшӳллӗн, сертификат хакĕ кӑҫал 56 пин тенкӗпе танлашать. Регионти санаторисемпе сыватмӑшсенче патшалӑх вӗрентӳ учрежденийӗсенче виҫӗ ҫултан кая мар ӗҫлекен педагогика ӗҫченӗсем канма пултараççĕ. Унсӑр пуҫне вӗрентӳ сферинчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вунӑ ҫултан кая мар пулмалла. Сертификата илес тесен педагогсем хӑйсен ĕç вырăнне заявлени пама пултараççĕ. Сертификатсене пама ПР Вĕрентÿ аталанăвĕн институтне, путевкăсемпе тивĕçтерессишĕн Çут ĕç министерствине çирĕплетнĕ. Вĕрентекенсем сертификатсене виçĕ çулта пĕрре тивĕçĕç.