Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх сыхлавĕ
15 Июлӗн 2025, 06:00

Нефтекамскри больница ҫӗнӗ медицина оборудованийĕпе пуянланнӑ

Пушкӑртстанри Нефтекамск больницине чĕре ĕçне талăк тăршшĕ сăнамалли тата юн пусӑмне тӗрӗслемелли икĕ комплекс илсе ҫитернӗ.

Нефтекамскри больница ҫӗнӗ медицина оборудованийĕпе пуянланнӑНефтекамскри больница ҫӗнӗ медицина оборудованийĕпе пуянланнӑ
Нефтекамскри больница ҫӗнӗ медицина оборудованийĕпе пуянланнӑ

Республикăри Сывлăх сыхлав министерствинче çакна "Вӑрӑм ĕмĕрлĕ те хастар пурнӑҫ" наци проекчĕн витĕмĕпе пурнӑҫа кĕртнине пĕлтернĕ.

Асăннă комплекссем чӗре ĕçне талӑкӗпех сӑнама пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем электрокардиограммӑна, юн пусӑмне, сывлав ӗҫ-хӗлне, юнри кислород шайне шута илеççĕ. Çак тӗрӗслев чӗре ӗҫӗ пирки ахаль ЭКГран ытларах информаци парать. Унпа чӗре таппи пӑсӑлнине, юн ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене тата ытти пысӑк улшӑнусене асăрхама пулать.

- Туяннă оборудовани диагностика валли ҫӗнӗ майсем уҫӗ, пирӗн специалистсене чирсене малтанхи тапхӑрта тӗрӗсрех палӑртма май парӗ. Эпир хамӑрӑн пациентсене хальхи технологисемпе тивӗҫтерес тата медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерес тесе мӗн кирлине пурне те тӑватпӑр, — палӑртнă Нефтекамск больницин тӗп тухтӑрӗ Рафаэль Зиятдинов.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас