

«Сывлăх поезчĕсем» 98 пин çынна тĕрĕсленĕ, 21 пин ытла тĕпчев ирттернĕ, çав шутра – 14 пин флюорографи, 7 пин маммографи тунă.
Чир тупса палăртнă е пур тесе шутлакан пациентсене пурне те диагнозĕсене çирĕплетиччен тепĕр хут тĕрĕсленме янă.
Сывлăх поезчĕсем республика тăрăх 2019 çултанпа çÿреççĕ. Вĕсен шутĕнче флюорографсемпе маммографсем, куçса çÿрекен ФАПсем, сывлăх центрĕсем (пĕри ача-пăча валли), Республикăри Куватов ячĕллĕ клиника больницин диагностика комплексĕ, Ĕпхÿри 21 № больницăн «Хĕрарăм сывлăхĕ» куçса çÿрекен модуль пур. Халăха терапевтсемпе хирургсем, онкологсемпе гинекологсем, кардиологсем, офтальмологсем, урологсем, неврологсем, стоматологсем, эндокринологсем тата ыттисем те, йышăнаççĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.