Урал сасси
+10 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
24 Июля 2025, 10:00

Пушкӑртстанра сывлӑх музейӗ уçăлма пултарать

Çакăн пек сӗнӗве сывлӑх сыхлавне аталантарассипе иртнĕ ларура Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗ-кардиологӗ, Алмазов ячĕллĕ Наци медицина тӗпчев центрӗн тĕп директорӗ Евгений Шляхто пӗлтернӗ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкӑртстанра сывлӑх музейӗ уçăлма пултаратьПушкӑртстанра сывлӑх музейӗ уçăлма пултарать
Пушкӑртстанра сывлӑх музейӗ уçăлма пултарать

Видеоҫыхӑну мелӗпе иртнӗ ларура вӑл Раҫҫейри кардиослужба умӗнче тăракан тӗллевсем пирки каласа панӑ.

- Кардиологи службине  аталантарни – çынсен ĕмĕрне вăрăмлатмалли пӗлтерӗшлӗресурссенченпӗри шутланать.  Асăннă тĕллеве РаҫҫейПрезиденчӗлартнӑ.Кунта информаци технологийӗсене, генетика тӗрӗслевне тата квалификациллӗ кадрсем хатӗрлессине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрмалла, – тенӗ Евгений Шляхто.

Вӑл Пушкӑртстанра ҫак енсемпе пысӑк ӗҫ туса ирттернине, пĕлтерĕшлĕ ҫитӗнӳсем тунине палӑртрӗ.Республика медицинӑна аталантарас енӗпе малта пыракан регионсен шутне кӗрет, ҫакна чир-чӗртен вилекенсен шучĕ чакни те ҫирӗплетет.

Евгений Шляхто асăннă отрасле çĕнетессишĕн чылай тăрăшнă Пушкӑртстанри ертÿçĕсен ушкăнне тав тунă, ҫавӑн пекех регионта сывлӑх музейне уҫма сӗннĕ.

 - Асăннă учреждени ҫемьесенче тата ҫамрӑксен хушшинче сывлăхлă пурнӑҫ йӗркине сарма пулăшĕччĕ.Ҫакӑн пек ҫут ӗҫ проекчӗ республикӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулĕччĕ, – ӑнлантарнă Евгений Шляхто.

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Алмазов ячӗллӗ наци медицина тӗпчев центрӗн коллективне пӗрле тав тунӑ. Радий Хабиров сывлӑх музейне йӗркелес шухӑша ырланӑ.

Автор:Инга Алексеева