+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Асăннă эрнере медицина ĕçченĕсен мобильлĕ бригадисем Чекмагушпа Балтач, Кугарчăпа Мелеуз, Белокатайпа Пелепей тата Зилаир районĕсенчи аякра вырнаçнă ял-саласене çитĕç.
Республикăри сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш çумĕ Роберт Иштуков пĕлтернĕ тăрăх, тухтăрсем апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 214 ял-салара пурăнакан 117 пин çын сывлăхне тĕрĕсленĕ, 26 пине яхăн рентген тĕпчевĕ ирттернĕ. Специалистсем çак вăхăт хушшинче 2 900 шыçă, диабет, туберкулез тата чĕрепе юн тымарĕн чирĕсене тупса палăртнă. Пациентсене хушма тĕпчевсем иртме сĕннĕ.