Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх сыхлавĕ
29 Июлӗн 2025, 07:00

Грипран сыхланмалли вакцинăн пĕрремĕш партийĕ çитнĕ

ПР Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, медучрежденисене ачасемпе 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем валли хатӗрленӗ препаратӑн 220 пине яхӑн дозине илсе килнĕ.

Грипран сыхланмалли вакцинăн пĕрремĕш партийĕ çитнĕГрипран сыхланмалли вакцинăн пĕрремĕш партийĕ çитнĕ
Грипран сыхланмалли вакцинăн пĕрремĕш партийĕ çитнĕ

Ҫавӑн пекех республикӑра препаратăн ытти партийĕсене илсе килессе кӗтеҫҫӗ. Специалистсем каланă тӑрӑх, прививкăна вирус чирӗсем пуçланиччен пӗр-ик эрне маларах, сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа ноябрь уйӑхӗччен, тусан лайăх пулмалла. Сывлӑх сыхлав министерствинче вакцина тунă хыççăн çын чирлеменнине, антителасем пулăшнипе çирĕпленнĕ иммунитет сакӑр уйӑхран пуҫласа 12 уйӑх таран хӳтӗлени çинчен пĕлтернĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас