

Учреждени пĕр сменӑра 250 çынна йышăнма пултарать, унта талӑкӗпех сипленме 92 тата кӑнтӑрлахи стационар валли 45 койка пур. Районти тĕп больницăна виҫӗ врач амбулаторийӗ тата 33 ФАП кӗрет. Иртнĕ çул Малонакаряково ялӗнче модульлӗ врач амбулаторийӗ туса лартнӑ, ҫавӑн пекех больницăна икӗ "Лада Гранта"автомобильпе тивĕçтернĕ. Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ хирурги комплексӗн ҫуртне пӑхса тухнӑ, ӑна сÿтсе хӗрарӑмсен консультацине тумаллине палӑртнӑ. Модульлӗ ҫурта "Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ"наци проекчĕпе хӑпартӗҫ. Строительствăна 2027 ҫулта пуҫлĕç. Хӗрарӑмсене, пулас аннесене лайӑх, хальхи условисенче сӑнамалла, – палӑртнă республика пуҫлӑхӗ.