Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх сыхлавĕ
4 Августӑн 2025, 07:00

Чăваш Ен фельдшерĕ Пушкăртстана кăмăлланă

Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ Максим Данилов Давлекан районĕнчи Казангуловское ОПХри (опытлă производство хуçалăхĕ) фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулса ĕçлет. Çамрăк каччă иртнĕ çултанпа Вперед ялĕнчи çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшать.

Чăваш Ен фельдшерĕ Пушкăртстана кăмăлланăЧăваш Ен фельдшерĕ Пушкăртстана кăмăлланă
Чăваш Ен фельдшерĕ Пушкăртстана кăмăлланă

Максим Юрьевич Шупашкар хулинчи медицина колледжне вĕренсе пĕтернĕ. Давлекан районне пурăнма куçса килсен ялти ФАПа ĕçе вырнаçнă. Ял çыннисем çамрăк специалистăн ĕçне пысăка хурса хак параççĕ. Максим Данилов фельдшер кунсерен фельдшерпа акушер пунктĕнче пациентсене йышăнать, килсем тăрăх та çÿрет.

Давлекан районĕ, Вперед ялĕ.

Чăваш Ен фельдшерĕ Пушкăртстана кăмăлланă
Чăваш Ен фельдшерĕ Пушкăртстана кăмăлланă
Чăваш Ен фельдшерĕ Пушкăртстана кăмăлланă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас