Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх сыхлавĕ
5 Августӑн 2025, 07:00

Пушкӑртстанра 10 ҫул хушшинче рак чирӗ 16% ÿснĕ

Онкологи чирӗсемпе кӗрешекен регион программи пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта тата 15 175 чирлĕ çынна шута илнӗ.

Пушкӑртстанра 10 ҫул хушшинче рак чирӗ 16% ÿснĕПушкӑртстанра 10 ҫул хушшинче рак чирӗ 16% ÿснĕ
Пушкӑртстанра 10 ҫул хушшинче рак чирӗ 16% ÿснĕ

Право информацин порталӗнче пичетленнĕ документран усал шыҫӑсен ҫӗнӗ тӗслӗхӗсен шучӗ 100 000 çынран арҫынсен хушшинче - 10,2%, хӗрарӑмсен - 20,6% ӳсни паллă. Арҫынсен простата парӗн ракӗ малта пырать, иккӗмӗш вырӑнта - ӳпке ракӗ, виҫҫӗмӗш вырӑнта - ӳт ракӗ. Хӗрарӑмсене ытларах чухне кӑкӑр ракӗ, ӳт ракӗ тата амалӑх ракӗ диагнозсене лартаççĕ.

 

Медицина статистики пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта шыçăсенчен, ҫав шутра усаллисенчен, 6510 ҫын вилнӗ. Вĕсен шутне онкологи учрежденийӗнче регистрацире тăман 355 ҫын кĕреççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас