

Ĕпхÿ хулинчи тĕрлĕ сиплев учрежденийĕсен тухтăрĕсем Юмаш ялĕнче пурăнакан халăха йышăннă. «Сывлăх поезчĕ» проектпа килĕшÿллĕн ял çыннисем флюорографипе маммографи, ЭКГ иртме, çавăн пекех терапевтпа кардиолог, онкологпа травматолог тата гинеколог тухтăрсен консультацийĕсене илме пултарнă.
Юмашсем «Сывлăх поездне» наци тумĕсем тăхăнса, концерт номерĕсемпе, çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илнĕ. «Çеçпĕл» фольклор, «Солнышко» ача-пăча ташă ушкăнĕсем хăйсен пултарулăх номерĕсемпе савăнтарнă. Чекмагуш салинчи Тĕп район больницин тĕп тухтăрĕ Сергей Тарасов тата Юмаш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ильсияр Гарифуллина Куватов ячĕллĕ республика клиника больницин тухтăрĕсене ăнăçу тата тухăçлă ĕçлеме суннă.
«Сывлăх поезчĕ» Юмаш ялĕнче виçĕ кун, июль уйăхĕн 29-31-мĕшĕсем, хушши ĕçленĕ. Çак кĕске вăхăт хушшинче специалитсем 300 пациента йышăннă, вĕсенчен 200-шĕ флюорографипе маммографи иртнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.