

Пушкӑртстанри шкулсемпе театрсенче алкогольсӗр энергетиксене сутма чарасси пирки республикăри Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Регионта
алкогольсӗр энергетиксене ачасене сутма чарасси пирки федераллă саккун маларах ĕçлеме пуçланă. Сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа республикӑри асăннă ӗҫмесене сутмалли вырӑнсене чарасси ҫинчен калакан саккун вӑя кӗрӗ: вӗсене республикӑри шкулсемпе аслӑ шкулсенче, больницӑсемпе театрсенче, физкультурӑпа спорт учрежденийӗсенче сутма чарĕç. Патшалӑх Пухӑвӗн председателӗ Константин Толкачев ӑнлантарнӑ тӑрӑх, икӗ саккун та вăй хушакан шĕвексене пырса тивет. Вĕсене хатĕрленĕ чух кофеинпа, гуарана, женьшень, лимонник экстракчӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Чӑн-чӑн ӗҫмесене - кăмăспа кваса - илес пулсан вара вӗсем алкогольсӗр энергетиксем шутне кӗмеҫҫӗ, малтанхи пекех ирĕккĕн сутăнĕç.