+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Светлана Попова социаллă контракт алă пуснă, укçа-тенке килти çурма фабрикатсене тумалли цеха аталантарма янă.
Светланăпа мăшăрĕ манты, хуран кукли, тефтели, голубцы хатĕрлеççĕ. Асăннă укçапа çемье холодильник, шăнтмалли камера, электроплита, аш арманĕ тата чуста çăрмалли хатĕр туяннă.
Пурĕ çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанра 827 çын 265 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илнĕ. Ҫемьери ҫын пуҫне тивекен вӑтам тупӑш регионти пурӑнмалли минимум шайĕнчен сахалрах пулсан социаллӑ контракт тума пулать. Ăна хăвăн ĕçне уçма, ĕç шырама, кил хуçалăхне илсе пыма, йывăр лару-тăрура йĕркелеме юрать.