Урал сасси
+19 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
20 Августа 2025, 12:00

Çӑмӑллӑхлӑ эмелсене 725 пин ҫын илет

Пушкӑртстан правительствинче тÿлевсĕр  эмелсемпе тивĕçтерес ҫӑмӑллӑх пирки  калаçнă, кун пек ирĕкпе республикӑра 725 пин ҫын усă кураççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Çӑмӑллӑхлӑ эмелсене 725 пин ҫын илетÇӑмӑллӑхлӑ эмелсене 725 пин ҫын илет
Çӑмӑллӑхлӑ эмелсене 725 пин ҫын илет

Вӗсенчен 316,6 пинӗ федераци ҫӑмӑллӑхне илме пултарать, 407,9 пинӗ – регионти ҫӑмӑллӑха. Кӑҫал тӳлевсӗр препаратсемпе тивӗҫтерме федераци тата регион бюджечӗ ҫур ҫулта 7,1 миллиард тенкӗ уйăрнă. Асăннă категорие кĕрекен пĕр çын валли федераллӑ хыснаран 20 пин тенкӗ ытла, регионтинчен – 19  пин тенкĕ ытла уйăраççĕ.

Ҫур ҫул хушшинче Пушкӑртстанра пулăшу кирлĕ çынсене эмел, медицина хатӗрӗсем тата ятарлӑ апат-ҫимӗҫ туянмалли 1 млн та 123 пин рецепт уйăрнă.

Автор:Инга Алексеева