+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Наставниклăх, ăслăлăх, персонала вĕрентес ĕçĕсене, студентсен практикине ертсе тата педагогăн ытти тиевне илсе пыракан тухтăрсемпе медсестрасене 56 куна отпуска кайма ирĕк парĕç. Çавăн пекех нормăламан ĕç кунĕшĕн хушма отпуска тĕп тухтăрсене парĕç.
Республикăри медицина ĕçченĕсен профсоюзĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕнетÿсем федераци саккунĕсене улăштарнипе тата медицина ĕçченĕсен шалăвĕсен тытăмĕпе, çав шутра окладсене 50% таран ÿстернипе, çыхăннă.
Надежда РОДИОНОВА.