

Республикăра пур пек стоматологи кабинечĕсене çĕнетес ĕç малалла тăсăлать, ăна 2024 çулта пуçланă, вăл 16 кабинета пырса тивнĕ.
Регионти Çут ĕç министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал сакăр стоматологи кабинетне уçма палăртаççĕ. Сентябрь уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне Благовещенск хулинчи 6№, Дюртюлинчи 5№, Караидельти 2№, Кармаскалăри 2№, хупă Межгорье хулинчи 2№ шкулсенчи стоматологи кабинечĕсен алăкĕсем уçăлнă.
Вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене район администраци пуçлăхĕсемпе вĕсен çумĕсем, вĕрентÿ управлени ертÿçисем тата район поликлиникисен тĕп тухтăрĕсем саламланă.
Кабинетсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ, хальхи вăхăта тивĕçтерекен çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, тĕрлĕ тĕслĕ карас евĕр брендпа илемлетнĕ.