Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх сыхлавĕ
5 Сентябрӗн 2025, 05:00

Кĕркунне чĕре чирĕсем аптратаççĕ

Çулла хыççăн çынсене чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аптратаççĕ иккен.

Кĕркунне чĕре чирĕсем аптратаççĕКĕркунне чĕре чирĕсем аптратаççĕ
Кĕркунне чĕре чирĕсем аптратаççĕ

Республикăри кардиологи центрĕн тĕп тухтăрĕ Ирина Николаева  асăннă чирсем сывлăш температурипе атмосфера пусăмĕ улшăннипе, çутă кун тăршшĕ кĕскелнипе çыхăннă тесе  палăртать. Çакă ытларах аслă ÿсĕмри çынсен чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне витĕм кÿрет.

Çавăн пекех кĕркунне организма йывăрлăх кÿрекен тапхăр шутланать. Отпускпа каникул хыççăн çын çĕнĕ йĕркене куçать: ĕç, вĕренÿ, кулленхи ĕçсем. Çаксем пурте чĕре ĕçĕн тиевне ÿстереççĕ.

Медицина ĕçченĕсем  юн пусăмĕпе чĕре таппине тĕрĕслесе тăма, вĕсен кăтартăвĕсене çырса пыма хушаççĕ.  Кирлĕ пулсан тухтăр патне çитмелле. Çавăн пекех апатланăва тĕрĕс йĕркелемелле, физкультурăпа туслашмалла.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас