Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх сыхлавĕ
22 Сентябрӗн 2025, 14:00

Пушкăртстанра чирлекенсен шучĕ тăруках ÿснĕ

Республикăна эпидеми вăхăчĕ килсе çитнĕ.

Пушкăртстанра чирлекенсен шучĕ тăруках  ÿснĕПушкăртстанра чирлекенсен шучĕ тăруках  ÿснĕ
Пушкăртстанра чирлекенсен шучĕ тăруках ÿснĕ

Юлашки эрнере пурĕ 30 пин ытла çын çивĕч респираторлă инфекципе чирленĕ. Вĕсенчен 48,7 проценчĕ 14 çула çитмен ачасем шутланаççĕ тесе пĕлтернĕ Роспотребнадзор. Иртнĕ эрнерипе танлаштарсан, инфекципе чирлекенсен шучĕ 47,4 процент нумайрах.

Региона гриппа кĕрешме  505 540 вакцина илсе килнĕ. Сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне 464 пин çынна прививка тунă. Тĕрĕслев ведомствинче профилактика виçисене пăхăнма сĕнеççĕ, çавăнпа та пирививка тума хушаççĕ.

Тепĕр пулăма та асра тытмалла, кĕркунне çитнĕ май коронавируспа чирлекенсен шучĕ ÿснине сăнама пулать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас