Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх сыхлавĕ
23 Сентябрӗн 2025, 14:00

Пушкӑртcтанра тепӗр ФАП уҫӑлнӑ

Гафури районӗнчи Юрмаш ялӗнче"Вӑрӑм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнӑҫ"наци проекчĕн витĕмĕпе модульлӗ ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ.

Пушкӑртcтанра тепӗр ФАП уҫӑлнӑПушкӑртcтанра тепӗр ФАП уҫӑлнӑ
Пушкӑртcтанра тепӗр ФАП уҫӑлнӑ

Кун пирки регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ ФАП халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ пама тата персонал ӗҫне хăтлăрах тума кирлӗ япаласемпе тивӗҫтернӗ. Фельдшерпа акушер пунктĕнче  пурĕ 176 ҫынна пулăшу парĕç, вӗсенчен 39-шӗ - ачасем.

"Цифрăллă ФАП" проект пулӑшнипе халӗ вырӑнти ҫынсене цифрӑллӑ медицина пулӑшӑвӗ пама май пур. Ҫапла майпа фельдшер дистанци мелӗпе больничнăй уҫма, электронлӑ рецепт ҫырса пама, тухтӑрпа телемедицина консультацийӗ ирттерме, ҫавӑн пекех медицина даннӑйӗсене – тӗслӗхрен, ЭКГ кăтартăвĕсене, больницӑна яма пултарать.

Аса илтеретпӗр, юлашки пилӗк ҫулта Пушкӑртстанра 700 яхӑн медицина пунктне ҫӗнетнӗ. Кӑҫал ултӑ ҫӗнӗ поликлиника уҫма, 134 модульлӗ ФАП тата тухтăр амбулаторийӗ хăпартма палӑртнӑ. Нумай пулмасть "Вӑрӑм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнӑҫ"наци проекчĕн витĕмĕпе Ҫтерлӗ хулинчи 1№ клиника больницине çӗнӗ медицина оборудованийĕ - оптикăллă когерентлӑ томограф – илсе килнӗ.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Пушкӑртcтанра тепӗр ФАП уҫӑлнӑ
Пушкӑртcтанра тепӗр ФАП уҫӑлнӑ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас