

Çавăн пекех вăл салтаксем эмелсем, реабилитаци хатĕрĕсем, протез, психологи пулăшăвĕ илме, телемедицина майĕсемпе усă курма пултарнине каланă.
Ятарлă çар операцине хутшăннисене Вăрçă ветеранĕсен республикăри клиника госпиталĕ, Куватов ячĕллĕ республикăри клиника больници, Республикăри кардиологи центрĕ тата Республикăри тухтăрпа физкультура диспансерĕ пулăшу параççĕ.
Амбулатори режимĕпе СВОна хутшăннă çичĕ пин ытла çын тата вĕсен 16 пин ытла тăванĕ пулăшу илнĕ. Стационарта тăватă пин ытла салтак тата вĕсен икĕ пин ытла тăванĕ сипленнĕ. Медицина реабилитацине 558 салтак тата вĕсен 286 çемье пайташĕ иртнĕ. 2022 çултанпа санаторисенче 4000 пин ача каннă.