+28 °С
Пӗлӗтлӗ


«Манăн практикăра çакăн пекки пĕрре те пулман - 52 çулхи пациентка пуçласа ача амăшĕ пулса тăчĕ. Тĕп врачăн çумĕпе Ю.В. Максимочкинапа пĕрле хĕрарăма операци тума тÿр килчĕ. Операцине васкаса пурнăçламалла пулса тухрĕ, пĕчĕк пепке срокĕпе вăхăтсăр çуралчĕ», - тесе каласа панă тухтăр хăйĕн телеграм каналĕнче.
Çут тĕнчене тин килнĕ чун арçын ача е хĕрача пулнине тата ытти кăтартусене материалта палăртман. Тухтăр пуçласа анне пулса тăнă хĕрарăма вăй илме тата ура çине тăма суннă.
Юрий СНЕГОПАД.