

Медицина çуртне шыв пăрăхĕпе тата канализаципе çыхăнтарнă, пациентсене йышăнмалли, процедурăсем ирттермелли, кĕтмелли пÿлĕмсем пысăк та çутă. Унсăр пуçне кунта эмелсене упрамалли тата ĕç хатĕрĕсене пуçтарса хумалли вырăнсем те пур. Çынсене медицина пулăшăвĕпе Эльвина Степанова фельдшер тивĕçтерĕ.
Пишпÿлек районĕнче «Вăрăм та хастар пурнăç» наци пооекчĕн витĕмĕпе сакăр ФАП уçăлнă. Вĕсем – Азнаево, Сухоречка, Çирĕклĕ, Ситек, Дюсяново, Хушăлка тата Биккулово ялĕсенче вырнаçнисем.
Пушкăртстан 2025-2027 çулсенче сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетессипе çыхăннă регион проекчĕсене пурнăçа кĕртме Раççей Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн 3,5 млрд тенкĕ илме тивĕçĕ.
Çапла Пушкăртстан Республикине чи пысăк субсидисенчен пĕрне уйăрнă. Краснодар крайĕ 4,44 млрд тенкĕ илĕ, Мускав облаçĕ – 4,61 млрд, Свердловск облаçĕ – 3,8 млрд, Челябинск облаçĕ – 3,1 млрд тенкĕ.
Пĕтĕмĕшле республикăра 2 пине яхăн ФАП ĕçлет. Паянхи кун 608-не çĕнĕ модульлĕ конструкцисемпе улăштарнă, çак ĕç тата икĕ çул хушши пырĕ. Кăçал 134 пункта çĕнетнĕ, 2030 çул тĕлне 400 медицина çуртне улăштарĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.