Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
23 Октябрӗн 2025, 16:00
1

Пĕр кунра 55 млн тенкĕлĕх эмел салатнă

Октябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пушкăртстанри «Башфармация» аптекăсен специалисчĕсем 9952 çăмăллăхлă рецептпа эмелсем салатнă.

Пĕр кунра 55 млн тенкĕлĕх эмел  салатнă
Пĕр кунра 55 млн тенкĕлĕх эмел салатнă

Çакăн çинчен Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ.

Çапла майпа пациентсене рецепт тăрăх 55 млн тенкĕлĕх 21 пин эмелпе тивĕçтернĕ.

Пушкăртстанра 754 142 çăмăллăх илекен çын пурăнать. Йывăр чирсене вăхăтлă тупса палăртас тесе диспансеризаци ирттереççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас