Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
27 Октябрӗн 2025, 19:00
1

Региона куçса çÿрекен 18 медицина комплексĕпе тивĕçтерĕç

Вĕсене «Çемье» наци проекчĕпе «Аннелĕхпе ачалăха сыхласси» регионти программăпа 2028 çул вĕçлениччен илсе килĕç.

Региона куçса çÿрекен 18 медицина комплексĕпе тивĕçтерĕç
Региона куçса çÿрекен 18 медицина комплексĕпе тивĕçтерĕç

Республикăри ача-пăча поликлиникисем валли уйăрнă куçса çÿрекен пунктсене ачасемпе çамрăксен сывлăхне тĕрĕслемелли çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерĕç.

Республикăри сывлăх сыхлав министрĕ  Айрат Рахматуллин правительствăри оперативлă канашлура асăннă комплекссем ачасен чирĕсене вăхăтлă тупса палăртма, медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерме, çитĕнекен ăру сывлăхне лайăхлатма тивĕç.

Ун сăмахĕсем тăрăх, асăннă пуçару ача-пăча медицинине пулăшассипе, вĕренекенсен сывлăхне  çирĕплетессипе, шкул ачисен  сывлăхлă хăнăхăвĕсене йĕркелессипе, репродуктивлă сывлăха упрассипе çыхăннă. Регионти шкул вĕренекенĕсен хушшинче анлă сарăлнă нерв системин чирĕсене, апат шăранăвĕн тата куç органĕсен чирĕсене профилактика ирттересси тĕп ыйту шутланать.

Министр  вĕрентÿ учрежденийĕсенче тăрăшакан тухтăр-педиатрсен тата вăтам медицина ĕçченĕсен ĕç условийĕсене лайăхлатассине астутарнă. Уйрăмах, вĕсем çăмăллăхлă медицина стажне тивĕçеççĕ.

2025 çулхи тăхăр уйăхăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх лайăх динамика палăрнă: сывлăхăн пĕрремĕш ушкăнне кĕрекен ачасен шучĕ ÿснĕ, иккĕмĕш ушкăнрисен шучĕ чакнă. Пурĕ  тăхăр уйăх хушшинче профилактика тĕрĕслевĕ витĕр  430 пине яхăн вĕренекен иртнĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас