Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
28 Октябрӗн 2025, 18:30
1

«Вăрттăн пациентсем» поликлиникăсен ĕçне тĕрĕслеççĕ

Пушкăртстанра «вăрттăн пациентсем» поликлиникăсен ĕçне тĕрĕслĕç.

«Вăрттăн пациентсем» поликлиникăсен ĕçне тĕрĕслеççĕ
«Вăрттăн пациентсем» поликлиникăсен ĕçне тĕрĕслеççĕ

Масштаблă тĕпчеве хута яни çинчен сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин пĕлтернĕ.

Вăл çак ĕç Сывлăх сыхлав министерствине кашни пациентăн çулне йĕрлеме, ыйтусене палăртма, кашни медицина организацийĕшĕн уйрăм йышăну тупма май парасса шанать.

Айрат Рахматуллин поликлиникăри черетсем медицина пулăшăвĕн татса паман ыйтăвĕ шутланнине пĕлтернĕ. Пушкăртстанра тухтăр кабинечĕ умĕнче вăрах кĕтсе тăмалли ыйтăва татса парас тесе çĕнĕ мерăсем йышăннă. Постра пациентсен юхăмне йĕркелемелли, тухтăр патне маларах çырăнмалли, специалистсен расписанине çĕнетес практикăна хута янă. Çавăн пекех пациентсем патне пĕр кун маларах робот шăнкăравласа тухтăр патне килмелли пирки астутарать, медицина пулăшăвĕ кирлĕ мар хушăра шăнкăравласа систерме ыйтать. Регистратурăри тата холри видеоаналитика эксперимент шайĕнчи  проект çынсене медицина пулăшăвĕ парас ĕçри кăткăс лару-тăрусене 57% чакарнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас