Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
30 Октябрӗн 2025, 14:30
1

122 фельшера ĕçе явăçтарма укçа-тенкĕ уйăрнă

Сывлăх сыхлав министерствине тата 134,5 млн тенкĕ уйăрнă.

122 фельшера ĕçе явăçтарма укçа-тенкĕ уйăрнă
122 фельшера ĕçе явăçтарма укçа-тенкĕ уйăрнă

Пушкăртстан Сывлăх сыхлав министерстви 2012 çултан пуçласа«Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсемпе усă курса  2556 медицина ĕçченне ĕçе явăçтарнă. Пĕтĕмĕшле тÿлевсен хисепĕ  2,5 млрд тенкĕпе танлашнă. Çакăн çинчен ПР Сывлăх сыхлав министерстви Айрат Рахматуллин ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн депутачĕсемпе тĕл пулнă чух пĕлтернĕ.

Ведомство пуçлăхĕ республика малтисенчен пĕри пулса умлă-хыçлă икĕ çул федераллă укçа-тенкĕпе вăхăтра усă курни çинчен аса илтернĕ.

«Çавна пула эпир хушма укçа-тенкĕ ыйтса çырнă заявкăсене пăхса тухса ырлаççĕ. Кăçал  тата 134,5 млн тенкĕ уйăрнă, çакă асăннă отрасле тата 122 медицина ĕçченне явăçтарма май парать», - тенĕ министр.

Сăмах май,  хальхи вăхăтра регионта сывлăх сыхлав сферинче 15,5 пин тухтăрпа 35 пин медицина сестрипе фельдшер ĕçлеççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас