Ишимбайри психоневрологи интернатне физиотерапи тата сиплев физкультурин кабинечĕсем валли 1,7 млн тенкĕлĕх реабилитаци тренажёрĕсем тата сиплев аппаратури илсе килнĕ. Район пуçлăхĕ Азат Ишемгулов пĕлтернĕ тăрăх, çакă «Ăрусен аса илĕвĕ» («Память поколений») ыр кăмăллăх фондăн пулăшăвĕ шутланать.
Çак укçа-тенкĕпе учреждени 15 оборудовани туяннă: тренажерсен комплексĕ, ультра сас, дарсонваль, магнит терапийĕсен аппарачĕсем.
«Çĕнĕ медицина оборудованийĕ пациентсен сывлăхĕсене юсанă чух тата пурнăç пахалăхне ÿстернĕ чух пĕлтерĕшлĕ инструмент пулĕ», - пулăшушăн тав тунă психоневрологи интерначĕн директорĕ Винер Сулейманов.