Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
5 Ноябрӗн 2025, 16:00
1

Кугарчăра çĕнĕ ФАП уçăлнă

Пушкăртстанри Кугарчă районĕнчи Кургарчă ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă.

Кугарчăра çĕнĕ ФАП уçăлнă
Кугарчăра çĕнĕ ФАП уçăлнă

Модульлĕ çĕнĕ çурт хальхи стандартсемпе требованисене тивĕçтерет, халăха тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама, унта ĕçлекенсене ункайлă условисенче ĕçлеме май парать. Шалта фельдшер кабинечĕ, хĕрарăмсене пăхмалли тата процедура пÿлĕмĕсем, пациентсем валли кĕтмелли вырăн, ĕçлекенсен, эмелсем усрамалли, çумалли-тасатмалли хатĕрсен тата санузел пÿлĕмĕсем пур. Ватă  тата хăйсем тĕллĕн çÿреймен çынсем валли пандус вырнаçтарнă. Асăннă фельдшерпа акушер пункчĕ 570 çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас