Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
11 Ноябрӗн 2025, 18:00
1

Пушкăртстанра пуçласа «Диспансеризаци каçĕ» иртĕ

Ăна Çтерлĕ хулинче ноябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче йĕркелĕç.

Пушкăртстанра пуçласа «Диспансеризаци каçĕ» иртĕ
Пушкăртстанра пуçласа «Диспансеризаци каçĕ» иртĕ

«Диспансеризаци каçĕ» пуçласа Çтерлĕ хулинче иртĕ. Республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин каланă тăрăх, ăна хăрушă чирсене тупса палăртма тата сывлăх ыйтăвĕсен профилактикине ирттерме йĕркелеççĕ.

Хула çыннисем ноябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче 20.00-00.00 сехетре диспансеризаци иртме пултарĕç. Медицина специалисчĕсем кирлĕ диагностика процедурисемпе тивĕçтерĕç. Çав шута юн анализĕ, электрокардиограмма, флюорографи тĕрĕслевĕ, хĕрарăмсене ятарлă пÿлĕмре тĕрĕслесси кĕреççĕ.

Акцин тĕллевĕ - сахăр диабечĕ, чĕрепе юн тымарĕсен, онкологи чирĕсене  тупса палăртасси  тата  сывлăхпа пурнăçа кÿрекен хăрушлăхсене хакласси.

Регионти сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, паянхи кун тĕлне 1,4 млн республика çынни диспансеризаци иртнĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас