Çакăн пирки Радий Хабиров правительствăри оперативлă канашлура пĕлтернĕ.
Радий Хабиров çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче мĕншĕн алкоголь сутма чарнине çынсене ăнлантарса памалли çинчен астутарнă.
«Йăлана кĕнĕ тăрăх çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче алкоголь сутма чаратпăр. Çак ĕçе мĕншĕн тунине каласа тата ăнлантарса памалла. Эпир ăна хаярлăх кăтартас тесе мар, çынсене çемйисемпе пĕрле вăхăт ирттерме тăхтав паратпăр», - тенĕ Пушкăртстан пуçлăхĕ.
Астутаратпăр, алкоголь продукцине ваккăн сутассине январь уйăхĕн 3,4,5-мĕшĕсенче 17 сехетрен пуçласа тепĕр кунхи ирхи 10 сехетчен тата январь уйăхĕн 6-мĕшĕнче 17.00 сехетрен пуçласа 23.00 сехетчен чарĕç. Обществăлла апатлану учрежденийĕсене çак чару пырса тивмест.