Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
27 Ноябрӗн 2025, 12:00
1

Языково ялне медицина оборудованине илсе килнĕ

Пушкăртстанри Благовар районĕнчи Языково ялĕн Тĕп район больницине йывăрлă хĕрарăмсене тĕрĕслемелли доплер анализаторĕпе тивĕçтернĕ.

Языково ялне медицина оборудованине илсе килнĕ
Языково ялне медицина оборудованине илсе килнĕ

Регионти Сывлăх сыхлав министерствинче оборудование «Çемье» наци  проекчĕпе туяннине пĕлтернĕ.

Аппарат варти ачапа плацентăн юн юхăмне тĕрĕс хак пама май парать. Вăл амăшĕн тата ачин чĕрепе юн тымарĕсен патологине, çавăн пекех йывăрлă чух аталанакан гипокси, гипотони тата ытти чирĕсене вăхăтлă тупса палăртма пулăшать.

«Çемье» наци проекчĕпе хальхи вăхăтри оборудовани туянни, çĕнĕ медицина технологийĕсене хута яни çемьесен сывлăхĕпе ырлăхне çирĕплетет, пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕнче кашни çыннăн сывлăхне сăнама пулăшать», - палăртнă Языковăри Тĕп район больницин тĕп тухтăрĕ.

«Çемье» наци проекчĕ ашшĕ-амăшĕпе ачисене пулăшу паракан мерăсене пĕрлештерет: ача амăш капиталне тÿлеççĕ, иккĕмĕшне тата ун хыççăнхи ачасене çуратма хушма пулăшу уйăраççĕ. Пĕтĕм çĕршывĕпе хастар вăрăм ĕмĕр практикине пурнăçлаççĕ. «Пушкин карти» программа хăй ĕçне малалла тăсать.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас