Конкурса шкул тата обществăлла апатлану поварĕсен ушкăнĕсем хутшăннă. Унта «Вырăс кухни» темăпа шкул валли апат хатĕрлемелле пулнă.
Ăмăртăва хутшăннисен ĕçĕсене ПР Суту-илÿ министерствин, Роспотребнадзорăн регионти управленийĕн, ПР кулинарсен, рестораторсен тата отельерсен ĕçченĕсем хакланă.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăна З.Ф. Умурбаева уйрăм предприниматель (Нефтекамск хули), иккĕмĕшне «Октябрьский» апатлану комбиначĕ» («Комбинат питания «Октябрьский» ООО), виççĕмĕшне Çтерлĕ хулинчи «Социаллă апатлану центрĕ» («Центр социального питания») йышăннă.
Унсăр пуçне жюри тата темиçе номинаци палăртса хăварнă. Çĕнтерÿçĕсен шутне Сибай, Cалават, Янаул хулисенчи, Благовещенск, Ĕпхÿ, Гафури районĕсенчи поварсен ушкăнĕсем кĕнĕ.