Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
4 Декабрӗн 2025, 09:00
1

Тенейре – çĕнĕ ФАП

Федоровка районĕнчи Теней ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Çакна «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проектне пурнăçа кĕртнипе тума май килнĕ.

Тенейре – çĕнĕ ФАП
Тенейре – çĕнĕ ФАП

Çĕнĕ ФАП паянхи самана ыйтнине туллин тивĕçтерет. Кунта ял çыннисене медицина пулăшăвĕ пама, медицина ĕçченĕсене хăтлă условисенче ĕçлеме мĕн кирли йăлтах пур: фельдшер тата процедура кабинечĕсем, пациентсене пăхмалли тата йышăнмалли пÿлĕмсем, эмел склачĕ, санузел, ĕç хатĕрĕсене упрамалли вырăн. Çĕнĕ медицина çуртĕнче Теней, Сашино ялĕсенче тата Арман Утарĕ (Верхняя Митюковка) хуторĕнче пурăнакан пĕтĕмĕшле 313 çын пĕрремĕш медицинăпа санитари пулăшăвне илме пултарĕç.


– Пирĕн çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ – кашни çемьешĕн шанчăклă пулăшу паракан вырăн. Кунта пахалăхлă пулăшу пама, диагноз лартма, çынсен сывлăхне тимлеме пулать, – тесе çирĕплетет Ирина Борисова фельдшер.

Ирида НОВИКОВА.

Федоровка районĕ, Теней ялĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас