Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
11 Декабрӗн 2025, 14:30
1

Гафури районĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă

Гафури районĕнчи Курорт ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктчĕ ĕçлеме пуçланă.

Гафури районĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
Гафури районĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă

Малтанхи шкул çуртĕнче вырнаçнă пулнă. Унта пациентсене кирлĕ пек пулăшу пама вырăн çитмен.

Çĕнĕ медицина пунктĕнче ялти 460 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăма май пур, вĕсенчен 85-шĕ ачасем. Халăха Валентина Львова фельдшер медицина пулăшăвĕ парать, унăн ĕç стажĕ 33 çулпа танлашать. Фельдшерпа акушер пунктне кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, вăл хальхи стандартсене килĕшсе тăрать.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас