Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
18 Декабрӗн 2025, 17:00
1

Ĕпхÿри тухтăр магние камсен ĕçмеллине ăнлантарса панă

 Магнипе усă курасси Пушкăртстанра пурăнакансен хушшинче анлă сарăлчĕ. Чылайăшĕ ăна стресран тата профилактика валли ĕçеççĕ. Аптекăри сентресем тĕрлĕ апат-çимĕç хушăмĕсемпе (пищевые добавки) тулнă, интернетра «кашни кĕтесре» тенĕ пек магний ĕçме сĕнеççĕ. Анчах та пирĕн организм экспериментсен ани мар-çке.

Ĕпхÿри тухтăр магние камсен ĕçмеллине ăнлантарса панă
Ĕпхÿри тухтăр магние камсен ĕçмеллине ăнлантарса панă

Мода хыççăн кайиччен организмăра чăнах та магни çитнипе çитменнине пĕлмелле.  Ытлашши   ĕçсен мĕн кĕтмелле? Çакăн çинчен Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин тĕп неврологĕ Мансур Кутлубаев ăнлантарса панă.

- Организмра магни чакни сайра хутра тĕл пулать. Унăн çитменлĕхĕ йывăрлă хĕрарăмсен тата шăк хăвалакан препаратсем ĕçекенсен палăрать, - ăнлантарса панă Мансур Кутлубаев.

Магни дефицичĕн палăрăмĕсене тăватă ушкăна пайласа пулать. Пĕрремĕшĕ – мышца палăрăмĕсем, мышцăсем туртăнни, шăнăр туртни. Иккĕмĕш ушкăн -  психикăпа кăмăл-туйăм палăрăмĕсем.  Этем канăçсăрланать, час пăлханать, çĕрле çывăрайми пулать. Виççĕмĕш ушкăн – чĕрепе юн тымарĕсен паллисем. Юн таппи хăвăртланать, чĕре хăвăрт е тытăнчăклăн тапать, юн пусăмĕ ÿсет. Тăваттăмĕш ушкăн – магни шайĕ пĕчĕк пулни ылмашу процесĕсене  начар витĕм кÿрет, сăмахран, калийпе кальци шайне чакарать.

Организмра магни шайĕ ытлашши пулни, ÿсни тата та сайрарах тĕл пулать. Вăл пÿре начар ĕçлесен, организмран магние кăларасси пăсăлсан е магни ытлашши ĕçсен пулма пултарать. Мышцăсем вăйсăрланаççĕ, ăс-тăн çивĕчлĕхĕ хавшать, пуç лайăх ĕçлемест, юн пусăмĕ тата юн таппи чакать.

Мансур Кутлубаев магни çитменлĕхне анализсем тăрăх тухтăр çеç пĕлме пултарнине çирĕплетет. Организмра магни çитмест тесе шутлатăр пулсан терапевт е невролог патне каймалла.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас