-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Регионти Сывлăх сыхлав министерствинче Мияки районĕнче хĕрарăмсен çĕнĕ консультацийĕ хальхи вăхăтри ультрасас сканерĕсемпе тата варти ачана тĕрĕслев ирттермелли КТГ аппаратпа тивĕçтернине пĕлтернĕ. Çавăн пекех çĕнĕ учрежденинче çуратас умĕн психикăпа профилактика хатĕрленĕвĕн кабинечĕсем пур тата кăнтăрлахи стационар ĕçлет.
Кăçал Пушкăртстанра пурĕ халь ĕçлекен акушер-гинекологсен кабинечĕсен никĕсĕ çинче хĕрарăмсен 11 консультацийĕ уçăлĕ. Маларах регионти ялсенче хĕрарăмсен тăватă модульлĕ консультацийĕ ĕçлеме пуçланă.