«Январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче эпĕ обход тунă вăхăтрах реанимацинче 6 çын выртатчĕ, вĕсем хушшинче вĕри шÿрпепе пиçнĕ çулталăк çурăри хĕр ача пурччĕ. Халĕ ачана пĕçертнĕ сурансене сиплекен уйрăма куçарнă. Унăн сывлăхне тухтăрсем вăтам шайра тесе хак параççĕ, - каласа панă министр. – Хĕллехи вăхăтри уйрăм фокус – тăм илтерни. Амбулатори условийĕсенче 21 пациента сипленĕ, 15-шне стационарта пулăшу панă.
Айрат Рахматуллин каланă тăрăх, Сывлăх сыхлав министерствин ĕçченĕсем пур уяв кунĕсенче те ĕçленĕ. Ертÿçĕсемпе вĕсен çумĕсем больницăсемпе поликлиникăсем тата аптекĕсем ĕçне тĕрĕсленĕ. Обходсемпе чирлисене йышăнассине йĕркеленĕ, ĕçтешĕсемпе уяв вăхăтĕнче ĕçе йĕркелесси, эмелпе тивĕçтересси пирки канашлу ирттернĕ. Министр уяв кунĕсенче ĕçлекен тухтăрсемпе фельдшерсене, медицина сестрисене, васкавлă пулăшу водителĕсене тав тунă.