Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
21 Кӑрлач , 16:00

Регионсенче юн тымарӗсен тата онкологи чирĕсене сиплемелли мелсене анлӑлатӗҫ

Çак тĕллевсем валли федераллă бюждетран 2030 çулччен 447 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă.

Регионсенче юн тымарӗсен тата онкологи чирĕсене сиплемелли мелсене анлӑлатӗҫ
Регионсенче юн тымарӗсен тата онкологи чирĕсене сиплемелли мелсене анлӑлатӗҫ

Раççей правительстви  регионсенчи сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине малалла çĕнетмелли йышăнăва çирĕплетнĕ. Тивĕçлĕ постановление министрсен кабинечĕн председателĕ Михаил Мишустин алă пуснă. Тĕп çĕнĕлĕх кунта - районсенчи тата хула больницисен никĕсĕ çинче юн тымарĕсен уйрăмĕсене тата онкологи пулăшăвне памалли амбулатори центрĕсем уçасси. Çак çĕнĕлĕх 100 пин çынна яхăн пурăнакан ялсене, хула йышши поселоксене, рабочи поселокĕсене пырса тивет. Правительствăра çак ĕç стационарсен тиевне чакарасси, пациентсен сывлăхне уйрăм тĕрĕслесе тăма май парасси пирки каланă.

Тата кунта кăтартусене куçарса паракан ятарлă медицина изделийĕсемпе усă курса дистанци  мелĕпе сывлăха тĕрĕслесси те кĕрет.

Çавăн пекех асăннă программа медицина учрежденийĕсене юсассине, оборудовани, автомобильсем, ФАП тата тухтăр амбулаторийĕсем тата куçса çÿрекен комплессем валли модульлĕ конструкцисем туянма укçа-тенкĕ уйăрассине те малалла тăсĕ.

«Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетмелли регионти проектсене пурнăçласси «Вăрăм ĕмĕрлĕ те хастар пурнăç» наци проекчĕн витĕмĕпе  2030 çулччен тăсăлĕ», - тесе çырнă правительствăн пресс-службинче.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас