-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкăртстанри сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин соцсетьсенче урăмах пĕчĕк ÿт виçипе çуралакан ачасем сывă юласси 90,5 процента çитни çинчен пĕлтернĕ. Çакă тухтăрсен профессиллĕ ăсталăхĕнчен çеç мар, медицина хатĕрĕсем мĕнле пулнинчен те нумай килет. 2025 çулта республикăра «Çемье» наци проекчĕпе перинаталлă центрсенче 114 медицина техникине çĕнетнĕ.
Çапла майпа перинаталлă вилĕмлĕх (çураличчен, çуралнă чух, çуралсан малтанхи 7 кун хушшинче вилесси) 2024 çулпа танлаштарсан 20,9 процента, малтанхи неонаталлă (çуралсанах 28 кун хушшинче вилесси) вилĕмлĕх 36,4 процента чакнă.