Çăмăл автомобильсем тăватă пассажира, çав шутра сывлăх çитменлĕхĕсем пуррисене те, турттарма пултараççĕ. Çавăнпа унăн малти ларкăчне пӑрӑнса-туртса кӑларакан механизмпа тата ручка-карлӑкпа тивĕçтернĕ.
«Вăрăм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ - граждансен вӑрӑм ӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӑтартӑвӗсене пурнăçа кĕртесси. 2030 çул тĕлне пурнӑҫ тӑршшӗне вăтамран 78 ҫула ҫити, 2036 ҫул тӗлне 81 ҫула ҫити ӳстерме палӑртнӑ. Наци проекчĕ пулӑшнипе медицина учрежденийӗсем ҫӗнелеҫҫӗ, реабилитаци системи лайӑхланать, наци тӗпчев центрӗсен системи аталанать, сывлӑх сыхлавне цифровизацилес ӗҫ пырать.