-19 °С
Пӗлӗтлӗ
2025 çулхи октябрь уйăхĕнче асăннă хĕрарăм фельдшерпа акушер пунктĕнче диспансеризаци иртнĕ. Медицина ĕçченĕ унăн пĕр кăкăрĕнче улшăнусем пулса иртнине асăрханипе онколог патне кайма хушнă. Специалист пĕр кăкăрĕнчи сĕт парĕнче усал шыçă (инфильтративная карциома) пуррине çирĕплетнĕ.
Республикăри онкологи центрĕнче ял хĕрарăмне операци тунă, шыççа касса илнĕ. Халĕ хĕрарăм хăйне аван туять, тухтăрсем ун валли сиплев тата тĕрĕслев планне хатĕрленĕ.