Хĕрарăмсен консультацине паянхи кунпа килĕшсе тăракан оборудованисемпе, çавăн пекех УЗИ аппарачĕсемпе тивĕçтернĕ. Çуртра кăнтăрлахи стационар, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене пулăшу памалли пÿлĕм, ачасем валли вăйă зони пур. Медицина учрежденийĕнче ĕçлекенсем аборт тăвас умĕн хĕрарăмсене консультаци парас енĕпе вĕренÿ иртнĕ. Çакăн йышши объектсене видеоçыхăну урлă Хайбуллапа Балтач тата Караидель районĕсенче те хута янă.
- Аннесене кунта хăтлă пулмалла. Учрежденинче диагностика та, сиплев те иртме пулать, кăнтăрлахи стационар та пур. Тухтăрсене ăнăçу тата нумай ача çуралма сунатăп. Çакă пирĕн умра тăракан тĕп тĕллев пулса тăрать, - тенĕ Радий Хабиров церемони вăхăтĕнче.
Çавăн пекех республика ертÿçи РФ Сывлăх сыхлав министерствине пулăшу панăшăн тав тунă. Федераллă экспертсен шухăшĕпе Пушкăртстанра шутласа кăларнă хĕрарăмсен консультиацийĕн проекчĕ çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Асăннă проекта ытти регионсенче те усă курма сĕннĕ. Планра - республикăра тата çичĕ объект хăпартасси.
Медицина объектне уçассипе çыхăннă церемоние РФ сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Евгения Котова та видеоçыхăну урлă хутшăннă.
- Пушкăртстан наци проекчĕсен мероприятийĕсене маларах пурнăçа кĕртет. Çакă амăшĕпе ачин сывлăхне сыхлас енĕпе тунă пĕлтерĕшлĕ утăмсем пулса тăраççĕ. Вĕсене районта пурăнакан кашни çын туйса илмелле, - тенĕ Евгения Котова.