ПР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Елена Галимулина, РФ Сывлăх сыхлав министерстви палăртнă тăрăх, 2030 çул тĕлне туртакансен шучĕ 15,8% çити чакасси çинчен каланă.
Пушкăртстанра наркологи службин учетĕнче 3349 çын тăрать, вĕсенчен ытларах пайĕ арçынсем, 349 хĕрарăм, 14 çула çитмен 151 ача шутланать.
Регионта табак туртассине чакармалли, сывлăхлă пурнăç йĕркине сармалли профилактика акцийĕсем, çамрăксем хушшинче никотин начар витĕм кÿни çинчен лекцисем ирттереççĕ.
Предприятисенче туртассинчен хăтăлмалли практикăсем кĕртеççĕ – психикăна лăплантармалли кабинетсем, кашни кунхи зарядка, сезонра витаминсем, тин çеç пăчăртаса кăларнă улма-çырла сĕткенне валеçесси, ĕçтешсем хушшинче утнă утăмсем шучĕпе ăмăртасси.
Пирус туртни ÿпке ракĕн тĕп сăлтавĕ шутланать. 2025 çулхи профилактика тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2 390 онкологи чирне тупса палăртнă. Трахея, бронхи, ÿпке шыççисем (173 тĕслĕх) чи анлă сарăлнисем шутланаççĕ. Онкологи диспансерĕсен учетĕнче 105 931 пациент тăрать. Республикăра юлашки 5 çулта онкологи чирĕпе чирлисен шучĕ 16 процент, вилесси 20 процент ÿснĕ.