Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
14 Нарӑсӑн , 14:00

Пушкăртстанри 854 ялта ĕçме пăрахĕç

Республикăра юлашки виçĕ çулта алкогольпе наркăмăшланасси чакнă. Влаçсем çак лайăх пулăма «Урă ял» республика шайĕнчи конкурспа çыхăнтараççĕ.

Пушкăртстанри 854 ялта ĕçме пăрахĕç
Пушкăртстанри 854 ялта ĕçме пăрахĕç

«Урă ял» конкурса регионта 2019 çултанпа ирттереççĕ. Çĕнтерÿçĕсем укçаллă парнесене тивĕçеççĕ, ăна ял-саласене тирпей-илем кĕртме, пурăнмалли условисене лайăхлатма яраççĕ.

Конкурса хутшăнакан ялсем типĕ саккун йышăнаççĕ çеç мар, ялти ĕçкĕçсене сывлăхлă пурнăç йĕркине тавăраççĕ. Хăватлă шĕвексене ĕçме юратакансене ялĕпех тĕрĕс пурнăç çулĕ çине тăма, нарколог патне кайма ÿкĕтлеççĕ.  Ара, енчен те пĕр ĕçекен çын пулсан та ял конкурсра парне курас çук.

Иртнĕ çул парне фончĕ 48,4 миллион тенкĕпе танлашнă. Район шайĕнчи тапхăрта çĕнтернисем 200-шер пин тенкĕ илнĕ. Республика шайне тухнă 12 финалист вырăнне тата номинацине кура 1,5 миллион тенкĕрен пуçласа 6 миллион тенкĕ таран тивĕçнĕ.

Пурĕ 6 çул хушшинче çĕнтерÿçĕсем пурăнакан территорине аталантарма 250 млн тенкĕ хывнă.

Кăçал конкурсăн республика шайĕнчи тапхăрне 52 муниципалитетран 845 заявка килнĕ.  Уçă хÿтĕлев март уйăхĕн 31-мĕшĕнчен апрель уйăхĕн 3-мĕшĕччен тăсăлĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас