Организм чăтăмлăхĕ, тулаш факторсене хирĕç тăрасси кашнин тĕрлĕрен, çакă çын сывлăхĕпе çыхăннă. Ытларах чух арçынсем чире тупса палăртасси, профилактика ирттересси çине алă сулаççĕ. Хăйсене аван мар туйнине, ыратнине тÿссе çÿреççĕ, чире сиресси ăна сиплессинчен ансатрах пулни çинчен манса каяççĕ.
Республикăри сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тухтăр, арçынсен репродуктивлă сывлăхĕн тĕп специалисчĕ Ринат Сафин сывлăхпа çыхăннă пур ыйтусене те поликлиникăна çитсе татса пама пултарнине каланă. Унта пациентран анализсем илĕç, профильлĕ специалистсем патне ярĕç, çав шутра арçын сывлăхне, репродуктивлă тивĕçне хак паракан уролог патне те.
Тухтăр сăмахĕсем тăрăх, арçынсен репродуктивлă тивĕçне сыхласа хăварас тесен 45 çул тултариччен çулталăкне пĕрре уролог патне çитмелле, пĕтĕмĕшле юн, шăк, биохими анализĕсене памалла, флюорографи тата ЭКГ иртмелле.
«Хĕрĕх пилĕк çул хыççăн çÿлерех асăннă юн анализĕсем патне тата ПСА (простатспецифический антиген) кĕрет. Вăл простата онкологин малтанхи тапхăрĕнчи шыççа, простата аденоми аталаннине тупса палăртма май парать. Чире куçран вĕçертмелле мар», - палăртнă уролог-тухтăр Ринат Сафин.